Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хурӑн Кӑкшӑм

Ял пурнӑҫӗ
https://max.ru/c/-70916724643129/AaEgneQWJ7Q сӑнӳкерчӗкӗ
https://max.ru/c/-70916724643129/AaEgneQWJ7Q сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Ниме — халӑх хысни» проект малалла пурнӑҫланать. Аса илтерер: ку проектпа тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарма ҫынсем укҫа уйӑраҫҫӗ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар тӑрӑхӗнче ялсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе, аталантарассипе 106 проект пурнӑҫланать, пӗтӗмпе — 309,23 миллион тенкӗлӗх. «Ҫынсем мӗн чухлӗ хастартарах, ӗҫӗ те ҫавӑн чухлӗ ытларах», — тесе пӗлтернӗ хаҫатҫӑсем.

Чи пысӑк ӗҫсен шутӗнче ялти ҫулсене йӗркене кӗртни иккен. Хурӑн Кӑкшӑм ялӗнчи Кӑкшӑм урамӗнче пурӑнакансем проекта ырласан хӑйсем те субботника тухнӑ. Ҫул айккинчи ӳссе кайнӑ йывӑҫсене, тӗмсене йӑлтах касса тирпейленӗ.

Нурӑс тӑрӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ проектсен шутӗнче — пӗвесене тасатасси. Услапа Нурӑс ялӗнчи Сад урамӗнчи пӗвене тасатма май килнӗ.

 

Спорт

Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.

Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.

Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.

Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/162.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 10

1896
130
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
57
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
49
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та